Join the Community:
  • tweetter
  • mail

Гуманитари институчен аслă наука ĕçченĕ Олег Студенцов Чăваш кĕнекин кунне хутшăннă

Capacity building Event

15/06/2023 0:00 - 0:00

Global | Cheboksary | Чувашский государственный институт гуманитарных наук

Academic event

Languages: Chuvash

Çĕртме уйăхĕн 15-че Наци библиотекинче Чăваш кĕнекин кунне уявласа çавра сĕтел иртрĕ. Ку уява 1769 çулхи çĕртме уйăхĕнче «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ятпа пичетленсе тухнă пĕрремĕш чăваш грамматики 254 çул çитнине халалланă. Çавра сĕтеле хутшăнакансем – чăваш патшалăх гуманитари институчĕн, вĕрентÿ институчĕн ĕçченĕсем, шкул вĕрентекенĕсем, чăваш çыравçисем, библиотека специалисчĕсем, кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, чăваш халăх сайчĕн редакторĕ тата ыттисем те. Уява гуманитари институчĕнчен Олег Студенцов  тата Вера Никифорова хутшăнчĕ.

Хăйĕн сăмахĕнче аслă наука ĕçченĕ Олег Студенцов грамматика авторĕсем пирки, лингвистика уйрăмлăхĕсем çинчен каларĕ, грамматика авторлăхĕ пирки вĕçне çитех татса паман ыйтусене çутатрĕ. Çавăн пекех халăх валли, çав шутрах шкул ачисем валли, литература чĕлхин историйине çутатакан популярлă наука кĕнекисем кирлине палăртрĕ. Республика архивĕнче ку таран паллă мар пулнă текстсем тупнине асăнчĕ.

Ытти тухса калаçакансем те кашниех чăваш кĕнекине аталантармалли, пичетлес, вулас ыйтусем тавра тухса калаçрĕç.

This collaborative platform was established to enable the community of the International Decade of Indigenous Languages (IDIL 2022–2032) to share events, activities, and resources. The content published on the platform is the responsibility of registered users and does not commit the Secretariat of the Decade (UNESCO) and/or the Members of the Global Task Force for Making a Decade of Action for Indigenous Languages. Please note that the platform has been inactive since February 2025 and no longer accepts new uploads. While work is underway to provide an updated solution, the Secretariat of IDIL 2022–2032 remains available for any inquiries at: indigenous.languages@unesco.org.