Join the Community:
  • tweetter
  • mail

The holiday of Chuvash letters

Cultural Event

25/04/2022 10:00 - 20/04/2022 12:00

Global | Shikhazany | Mal. Sespelya, 18, Shikhazanskoye, Chuvashia, Russia, 429310

Cultural performance

Languages: Russian

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Чӑваш Республикин Канаш районӗн тӗп вулавӑшӗнче чӑваш сас паллисен уявӗ иртрӗ. Унӑн девизӗ – «Ӑс. Ӗҫченлӗх. Ҫитӗнӳ. Ӳсĕм». Уява хӑйне евӗрлӗ арт-объектсем – калӑпăшлă та ҫутатса тӑракан тăватă чӑваш сас паллийӗ – илем кӳчӗҫ.

Уяв Чӑваш Республикин Наци библиотеки йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ куравпа уҫӑлчӗ. Курав чӑваш халӑхӗн ҫыру культурин историне мӗн авалтан пуҫласа паянхи цифровизаци тапхӑрӗ таран пӑхса тухма, чӑваш чӗлхе пĕлĕвĕн аталанӑвӗнче паллă йĕр хăварнă ҫынсемпе паллашма май пачӗ.

Мероприятие Татьяна Казакова, культура министрӗн ҫумӗ, Олег Студенцов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, чӑваш литературин чӗлхине тишкерекенӗ, Владислав Николаев, «Республика» хаҫат корреспонденчӗ, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, Ольга Туркай, «Радио России. Чувашия» шеф-редакторӗ, журналист, ҫыравҫӑ хутшӑнчӗҫ.

Культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова хӑйӗн сӑмахӗнче республика шайӗнче тунӑ ӗҫсем ҫинчен асӑнса хǎварчӗ: «Культура аталанӑвӗ» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограмма пурнӑҫланса пырать. Юлашки ҫулсенче вулавӑшсене чӑвашла кӗнекесем ҫителӗклӗ туянса параҫҫӗ, Чӑваш наци телевиденийӗпе радиовӗ ӗҫлеҫҫӗ, чӑвашла мультфильмсем ӳкереҫҫӗ».

Кашни тухса калаҫакан ҫамрӑксене тӑван чӗлхене вӗренме, ӑна упрама чӗнсе каларӗ. Олег Студенцов чӑваш чӗлхине хисеплесси ҫемьерен пуҫланни ҫинчен сӑмах хускатрӗ. Аслисен ҫитӗнекен ӑрӑва мӑн асаттесен чӗлхине, унӑн илемлӗхне малалла тӑсма пулӑшмаллине каларӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Шӑхасан вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхине вӗрентекен Надежда Максимова ачасемпе ӗҫленӗ ҫӗрте хальхи ҫӗнӗ меслетсемпе: буктрейлерсем тӑвассипе, интерактивлӑ квест-вӑйӑсем хатӗрлессипе активлӑрах усӑ курмалли ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Хӑйӗн ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ май, шкул ачисемпе Иван Яковлев калавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Лаша шырани» инсценировкӑн тата Аслӑ вӗрентекенӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен калакан видеоматериалсемпе паллаштарчӗ. Чӑваш чӗлхипе пурте пӗр пулмалли пирки аса илтерчӗ.

Чӑваш Республики паллӑ та талантлӑ ҫыравҫӑсемпе пуян. Вӗсенчен пӗри – уявӑн хӑни Владислав Николаев. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче пин-пин тӗрлӗ чӗлхе хушшинче чӑваш чӗлхи нимрен те кая маррине тата унпа калаҫма вӑтанмалла маррине палӑртрӗ.

Ольга Туркай – ҫыравҫӑ, журналист, чӑваш чӗлхипе литературине аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫсем тӑвать. Мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхепе калаҫма, ҫырма тата вулама, ӑна хисеплеме вӗренни малашнехи пурнӑҫра та ӑна аталанма, ҫӳле ҫӗкленме чи пӗрремӗш утӑм пулни ҫинчен каларӗ.

Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ентешсем» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе уява илем кӳчӗ.

Ҫак кун библиотекӑра тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлерӗ. Уява хутшӑнакансем – шкул ачисем, учительсем, библиотека ӗҫченӗсем, вулакансем – чӑвашла текстсене илемлӗ ҫырма, «Чӑваш алфавичӗн историйӗ» вӑййа хутшӑнма пултарчӗҫ. «Илемлӗ те тӗрӗс ҫыратпӑр» ӑсталӑх класне Владислав Дмитриевич ертсе пычӗ: сайтсем, хаҫатсем валли заметкӑсем ҫырма вӗрентрӗ. Статьян ятне, шрифтне, темине тӗрӗс палӑртмаллине каларӗ.

Ҫавӑн пекех чӑвашла саспа вуламалли чемпионат иртрĕ. Унта хутшӑнакансемшĕн чи кирли – вулама юратни, артист ӑсталӑхӗ пурри пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

Сас паллисен уявӗ хутшӑнакансемшӗн усӑллӑ та тухӑҫлӑ пулчӗ.