И.А. Андреев çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă курав
Capacity building Event
15/06/2023 0:00 - 0:00
Global | Cheboksary | увашский государственный институт гуманитарных наук
Academic event
Languages: Russian, Chuvash
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Иван Андреевич Андреев чĕлхеçĕ çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă «Паллă ăсчах, чĕлхе пĕлĕвĕн теорийĕн тĕпчевçи, пултаруллă педагог» фотокурав уçăлчĕ.
И.А. Андреев (1928–1911) – филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ. Вăл Чăваш ăслăлăх тĕпчев институтĕнчи чĕлхе секторне, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕпе чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕн кафедрине ертсе пынă, Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче профессорта ĕçленĕ. Ун ячĕпе ĕçĕсене чăваш ăсчахĕсем çеç мар, тюркологсем те, тĕрлĕ шайри шкулсенче тăрăшакансем те, чăваш чĕлхипе, ун шăпипе интересленекенсем те лайăх пĕлеççĕ. Халăхра хисеплĕ тĕпчевçĕн ăслăлăхри çитĕнĕвĕсене, шкул валли хатĕрленĕ кĕнекисене, халăх пурнăçĕнче тăван чĕлхе тивĕçлĕ вырăн йышăнтăр тесе тунă ĕçĕсене асра тытаççĕ, вĕсене пысăк хак параççĕ.
Иван Андреевича чыслама пухăннисен шутĕнче республикăри вĕренӳ заведенийĕсенче вăй хуракансем, ун студенчĕ е аспиранчĕ пулнă тата унпа пĕрле ĕçленĕ çынсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем пулчĕç. Вĕрентекенĕн ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен калаçакансен йышĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕ А.П. Долгова та пулчĕ. Вăл И.А. Андреев профессор тĕпчевĕсем чăваш чĕлхе пĕлĕвне, тюркологие пысăк витĕм кӳни çинчен каларĕ, ун лексикографири тата социолингвистикăри тӳпи пирки аса илтерчĕ.